Курсовая работа
«В. Эктелĕн хайлавĕсен тематикипе проблематики»
- 22 страниц
Кӱртĕм.3
Тĕп пайĕ
I сыпăк. В. Эктелĕн пурнăҫĕпе пултарулăхĕ.
1 §. В. Эктелĕн пурнăҫ ҫулĕ.
2 §.В. Эктелĕн литература ĕҫĕ-хĕлĕ.
II сыпăк. В. Эктелĕн хайлавĕсен тематикипе проблематики.
1§. «Шавкăн» романăн тематика уйрăмлăхĕсем.
2§. «Шавкăн » романăн проблематики.
III сыпăк. В. Эктел хайлавĕсене шкулта вĕрентес меслетлĕх.
Пĕтĕмлетӱсем.
Усă курнă литература.
Василий Эктел 80 - мĕш ĕмĕр вĕҫĕнчи паллă чăваш ҫыравҫи. Вăл нумай сăвă, калав, повеҫ, роман ҫырнă.
В. Эктел пултарулăхне Георгий Фёдоров, Геннадий Хлебников тишкерсе хак панă. Анчах ҫыравҫă пултарулăхне туллин тĕпченĕ ĕҫсем хальхи литература пĕлĕвĕпе критикинче хальлĕхе сахалрах-ха. Ҫакă тĕпчев ĕҫĕн актуаллăхне палăртать.
Тĕпчев ĕҫĕн ҫĕнĕлĕхĕ В.Эктел, хайлавĕсене тематикăпа проблематика енчен тишкерессинче.
Курс ĕҫĕн тĕп тĕллевĕ – В.Эктел хайлавĕсен тематикипе проблематикине уҫса парасси.Ҫак тĕллеве кура вакрах задачăсем палăртма пултарать:
1) В.Эктелĕн пурнăҫ ҫулне ҫырса кăтартасси;
2) Ҫыравҫăн литературăри ĕҫĕ-хĕлне хак парасси;
3) В.Эктел, хайлавĕсен тематикипе проблематикине тишкересси;
4) В.Эктел пултарулăхне шкулта вĕрентес меслетлĕхе тĕпчесси.
Тĕпчев ĕҫне пурнăҫлама ҫак меслетсемпе усă куртăмăр: сăнав,тĕпчев,тишкерӱ тата ытти те.
Апробаци: Курс ĕҫĕн темипе Зайнаб Биишева ячĕллĕ Ҫтерлĕ патшалăх педагогика академийĕнче ҫулсерен иртекен студентсен наукăпа практика конференцийĕнче 2011 ҫулхи пуш уйăхĕнче тухса кăларнă.
Тĕпчев объеккчĕпе тишкерӱ материалĕ вырăнĕнче В.Эктел хайлавĕсем тăраҫҫĕ. Курс ĕҫне кӱртĕмрен, виҫĕ сыпăкран, пĕтĕмлетӱсенчен, усă курнă литературăран йĕркелĕпĕр.
II сыпăк. В.Эктел хайлавĕсен тематикипе проблематики
1 §. «Шавкăн» романăн тематика уйрăмлăхĕсем
Василий Эктел чăващ литературине 70-мĕш ҫулсен пуҫламĕшĕнче сăвăсемпе пырса кĕчĕ. Сăвă кĕнекисем те тухнă унăн: «Иртнĕ кун ҫути» (1984), «Ҫĕре тăнлатăп» (1990), тата ыттисем. Анчах В. Эктел поэзире кăна мар,, прозăра та ҫитĕнӱсем тума ĕлкĕрчĕ, Унăн калавĕсем час-часах «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленеҫҫĕ. 1994 ҫулта вара Чăваш кĕнеке издательстви ҫыравҫăн «Шавкăн» романне пичетлесе кăларчĕ. Маларах ку произведени «Тăван Атăл» журналта кун курнăччĕ.
Романпа паллашичченех асăрханăччĕ-ха – Эктелĕн прозăри пултарулăхĕ куҫ кĕрет. Вулакана хăйĕн тĕнчине ҫавăрса кĕрсе каймалли темле вăрттăнлăх пур авторăн. «Шавкăн» произведенире вара ҫакă пушшех те сисĕнет. Анчах тӱрех калар — романа вуласа тухма ҫăмăлах мар. Ҫук, авторăн пултарулахĕпе произведени пахалăхĕ пирки иккĕленсе каланă шухăш мар ку. Сăлтавĕ – ҫыравҫă хай суйласа илнĕ темăпа проблемăра. Автор произведенире район крахмал завочĕн ĕҫĕ-хĕлĕ, унăн директорĕпе рабочисен пурнăҫри хуйхи-суйхипе савăнăҫĕ, ĕҫри лару-тăрăвĕ ҫинчен каласа парать. Вулакан пирĕнпе килĕшет пуль: завод ĕҫне-хĕлне, структурине, вăл мĕнпе пурăннине, унти лару-тăрăва тĕпĕ-йĕрĕпе ҫырса кăтартасси, унтан та ытла — вулакан куҫĕ умне тухса тăмалла ӱкерсе кăтартасси ансат ĕҫех мар. Ҫитменнине ку темăпа ҫырнă произведенисем те сахал мар, ҫавăнпа ҫĕнни тесех калама та ҫук пек туйăнать. Завод пурнăҫне ӱкерсе панă чухне автор цифрăсемпе, технологи терминĕсемпе, фактсемпе нумай усă курать, аргументсем илсе парать. Ку тĕлĕшрен ун ҫырас ăсталăхĕ Анатолий Емельяновăнне ҫывăх тăрать. Чĕлхи те ун чĕрĕ, кулăш жанрне ҫывăх чĕлхе. Хăш чухне ҫеҫ ĕҫ ҫинчен ытлашшипех ҫырса кайса геройсен шалти туйăмĕсем пирки манни тĕл пулать. Ҫакă вара вулакана ывăнтарать, мĕншĕн тесен этем робот марҫке, ялан ĕҫ те ĕҫ айĕнче никам та пурăнаймасть. Ҫапах та автор произведенин тĕп тĕллевне, Эльмуков ха-рактерне уҫса парассине, чиперех пурнăҫланă, ҫакна тума вăл психологилле мелсемпе те ăнăҫлă усă курнă. Тĕп геройăн, Владимир Федорович Эльмуковăн, сăнарĕ романра вулакан умне пур енлĕн тухса тăрать. Пĕрре пăхатăн та — вăл рабочисенчен ҫирĕп ыйтакан завод директорĕ, тепре пăхатăн — вăл юрату серепине кĕрсе ӱкнĕ, шĕл-кăварпа ҫунакан арҫын, виҫҫĕмĕшĕнче — арамĕпе ачисем умĕнче хăйĕн айăпĕшĕн нушаланакан ҫылăхлă этем. Произведенири ĕҫ-пуҫсем коммунистсен партийĕ арканас умĕн пулса иртеҫҫĕ. Элъмуков чун-чĕрипе коммунист, анчах чунĕ хытса ларнă, «ҫӱлтен» мĕн хушасса ҫеҫ кĕтсе ларакан бюрократлă коммунист мар. Хăй ертсе пыракан заводшăн тем тума та хатĕр, ҫĕнĕлле, халăха усăллăрах мелсемпе ĕҫлес тесе вайне-халне шелле пĕлмен ҫын вăл. Унăн татăшах, унчченхи кивĕ меслетсене хирĕҫ кайнă май, районти пуҫлăхсемпе ятлаҫма, чĕрре кĕме тивет. Ахальтен мар-тăр ҫак вăтăр виҫҫĕри вăйпитта арҫынна чĕре чирĕ те ҫапса укернĕ. Районти парти работникĕсене вара Эльмуковăн ҫĕнĕ шухăшĕсем интереслентермеҫҫĕ. Вĕсене, ĕлĕкхиллех, план тултарнипе-тултарманни кăна кăсăклантарать. Хăйсене пăхăнакансемпе те вĕсем кăшкăрашса, хăратса ҫеҫ калаҫма хăнăхнă. Шăпах ҫакăн пек тухса тăрать вулакан умне парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Медяков. Ку — Эльмуков сăнарне пачах хирĕҫле сăнар. Характертан пуҫласа пит-куҫ таранах расна ҫынсем вĕсем. «Эльмуков. сарă- пичĕ тăрăхларах, куҫĕ хăмла тĕслĕ, кĕске кастарнă ҫӱҫĕ ҫырă»- — тет автор ун пирки. Тепĕр ҫĕрте ăна Натюш куҫĕсемпе юратса сăнать: «Володя яш чухнехинчен паркарах, пилĕкĕ те сарăлчĕ, хырăмĕ те хушăнчĕ — нумай ларса ĕҫленĕрен пулĕ е ҫулсем иртнĕрен-и. Унччен ҫан-ҫурăмĕ ҫĕлен пек авкаланатчĕ, вăрăм та тулли хулĕнчи «шăшисем» выляса таратчĕҫ, утти кушакăнни майлах сассăр та ҫăмăлччĕ унăн. Халĕ Эльмуков кăшт пусăрăнчĕ, хăй сарăлнăран пĕве те лутрараххăн курăнать. Вăй-халĕ чакман-ха.»
Медякова сăнланă чух вара автор кашнинчех кулăшла мелсемпе усă курать. Пирвайхи хутĕнче ăна Униҫсе, хăй ĕмĕрĕнче тем те курнă, ватлăх кунĕнче ҫынна шанми пулнă кинемей ҫакăн пек хак парать: «— Э-э, пĕрремĕш килнĕ терĕҫ. Ҫак-и ĕнтĕ у? Хе, эн астăвасса райком секретарĕсем вырăс пек ҫӱллĕ те патвар пулаканччĕ, ку вара. Ара, ку ҫăхан йăтса каймалăх кăна-иҫ! Чисти чĕп АССИ. Эй, тур-тур, ҫаплах вĕтелчĕҫ иккен халь начальниксем.» Тепĕр тĕлте ăна ятарласах урăх пуҫлăхпа, Шуркинпа, танлаштарса катартнă: «Ав МЕДЯКОВ та Шуркин та епле яп-яка ҫӱреҫҫĕ: шлепкепе, галстукпа. Вĕсен юнашар курсан Эльмуковăн ирĕксĕрех кулас килчĕ: иккĕшĕ те леш телевизорпа кăтартакан Тарапунькăпа Штепселе аса илтереҫҫĕ — Медяков пĕчĕк пӱллĕ, ырханкка, хура кăтра ҫӱҫлĕ, Шуркинĕ вара кĕре, танлă, аллă пилĕкленсе ҫывхаракан таса, сарă арҫ-ын.» Автор Медякова ахальтен мар кулăшла сăнарсемпе ӱкерет, унăн характерĕнче те ăмсанмалли ҫук иккен, йăпăлти, икĕ питлĕ теҫҫĕ ун пеккисем пирки. Акă еплерех тыткалать вăл хайне Шуркинпа, республикăри агропром председателĕн заместителĕпе: «Медяков райкомăн пĕрремĕш секретарĕ пулин те Шуркинтан кăштах шик ленет, ун умĕнче хăйне хăюсăртарах тытать. Лешĕ ял хуҫалăх министрĕ чухне вăл унăн заместителĕччĕ, чинпа аслăраххине юрас, ун умĕнче циркри йытă пек чĕрне вĕҫҫĕн тăрас йăла пĕтмен-ха унăн. Кам пĕлет, тен, каллех пĕрле ĕҫлеме тивĕ?
Ҫавăнпа та Медяков Шупашкарти пуҫлăхсемпе1 яланах субординаци тытать, кăтартусене вăхăтра, хушнă пек пурнăҫлама тăрăшать.» Акă мĕн канăҫ памасть иккен Медякова! Ĕҫе вăхăтра та тирпейлĕ, ҫынсене юрăхлă тăвасси мар, «ҫӱлтисене» килĕшмелле пулмасран хăрани канăҫсăрлантарать ăна. Ҫавăншăнах, хăйне районти лару-тăру аванрах курăнать пулин те, «ҫӱтисем» хушнинчен утăм та иртмест, ҫав шутрах Эльмуковăн ҫĕнĕлле шухăшĕсене те ним вырăнне те хумасть. «Тĕрĕс-и, ҫук-и — яланах ҫиелте пулмалла унăн. Хăшпĕр чухне ҫакна туять те кăмăлне ҫĕнтереймест», — тет Медяков характерĕнчи ҫитменлĕх пирки автор. Ҫак лайăх мар ен Моисей Петровичăн ачаранах амаланнă иккен. Пурăна-киле вара вăл унăн характерĕн пĕр енĕ пулса тăнă.
Эльмуковĕ, пуҫлăх пулин те, пăсăлма ĕлкĕреймен-ха. «Ун шучĕпе, рабочи юратман, хисеплемен, вĕсен шанăҫĕнчен тухнă пуҫлăхăн вырăнта ларни усси ҫук. Халĕ вăхăчĕ урăхла, ҫынна хăратса ĕҫлеттереймĕн». Ҫав вăхăтра вăл хăйĕн тĕрĕсмарлăхне йышăнма заводĕнче ĕҫленĕ чухне., хушăран сыпкаланă та вăл, рабочисене те картсах кайман: эртел умĕнче намăслантарни те, ҫапса яни те пулнă. Хăйĕн ҫак тахҫанхи хăтланăвĕсем хальхи Эльмукова чĕннине, унсăр ним тума та ҫуккине ăнланнăҫемĕн лайăхрах ăнланать.»
Эльмуков сăнарне ҫывăх тăракан тепĕр санар вăл — Леня Гордеев, комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, урăхла каласан, Владимирăн ҫывăх тусĕ. Характер енчен пĕрешкелех мар вĕсем: «Эльмуковпа Гордеев шăп та лăп икĕ тĕрлĕ ҫын: пĕрин кăмăлĕ ытлашши уҫă, вĕри, калас сăмахне тӱртен касса калать, хавăрт хĕрсе каять, ҫавна пула нумайăшке хăйне хирĕҫ тăратать; Леонид вара тусĕмлĕ, шухăшласа, виҫеллĕ калаҫать, ҫынна итлеме пĕлет, унăн — логикăлла ăс-тан. Апла пулин те ку вĕсене ĕҫре пĕрре, те кансĕрлемест. Вĕсем иккĕшĕ те«пуҫарулăхпа, принциплăхпа, организаторла талант тенипе» пĕтеҫсĕ тăраҫҫĕ. Эльмуковпа Гордеева тата «ҫӱлтен» кăтартасса кĕтсе ларма юратманни те пĕрпеклетет.
Ĕҫре тӱрĕ кăмăлллă, завод интересĕшĕн тем тума та хатĕр, тĕрĕслĕхшĕн чунĕпе хыпса ҫунакан директорăн юратупа, телейпе ҫыхăннă туйăмĕсем вара темле кукăр-макăрлă пуҫватмăш ҫулне аса илтереҫҫĕ. Мĕншĕн, хăш вăхăтра иккĕлле пурнăҫпа пурăнма тытăннине Эльмуков хăй те сисе юлайман-и, тен. Тем самантра ун телейĕ икĕ пая касăлнă та ҫав телейĕн пĕр енче — вунă ҫул пĕрле пурăннă арăмĕ Натюш тата тăватă хĕрĕ. Хăй кама ытларах юратнине те пĕлмест Эльмуков. Лĕпĕш ҫунакан вут ҫинелле вĕҫнĕн туртăнать вăл Светлана еннелле, анчах юлашкинчен чун ыратăвĕпе укĕну, чĕре тулли асаппа айăп ҫеҫ туянать. Тĕнче хĕрнех тухса кайĕччĕ Володя Светланăпа, анчах мăшăрĕн «Джокондăнни пек пытарăнчăк тунсăхпа тинкерекен» куҫĕсене, тăватă чĕвĕлти хĕрне епле манăҫа кăлармалла? Икĕ вут хушшине лекнĕн туять хăйне Эльмуков. Арăмĕ те сисет упăшкине тем пулнине, пĕрех усал чĕлхесене итлеме васкамасть. Ăна ҫĕнĕрен тĕвĕленнĕ чун вăй парса тăрать. Натюш хăй йывăр ҫын иккенне пĕлтер-сен Эльмуков пĕр тапхăр ҫунат хушнăнах ҫӱрет, Светлана ҫинчен те сахалрах шухăшлать. Арăмĕ чĕри айĕнче йăтса ҫӱрекен тĕпренчĕк Эльмуковсен йăхне малалла тăсаканĕ инкек ун ĕмĕчĕсене шатăрах ҫапса хуҫать. Светлана аварие пула вилнĕ текен хыпар чĕрине ҫĕҫĕпе чикнĕн тăрăнатъ ҫеҫ, хуйхăпа шултăрканă Эльмуков пуҫĕ ҫине тепĕр инкек капланать — яла таврăннă ҫĕре унăн килĕнче пушар тухнă. Ку кăна та мар иккен-ха: Натюшăн ҫак хуйха тӱсеймесĕр ҫуралас ачи ӱкет. Володя тĕшмĕртнĕ пекех кун ҫути курма пӱрмен ача ывăл пулнă иккен. Ҫапла пурнăҫ Эльмукова арман чулĕ витĕр ҫичĕ хут кăларнăн хуйхăпа ислетет, унăн тĕрекне пĕтĕм енчен касса ярса арҫын чăтăмлăхĕпе тӱсĕмлĕхне тĕрĕслет. Ҫук, пĕтĕрĕнсе анмасть Эльмуков. Вĕсен йăхне самана хăй вăхăтĕнче капла кăна мар тĕрĕсленĕ, пĕрех хуҫма пултарайман. «Пурнăҫ малалла», — тет автор, эппин пурнан ĕмĕрĕнче, тен, тата та пулĕ-ха инкек-синкек тени, анчах Эльмуков вĕсене парăнса пуҫне усмĕ, малаллах тин-керĕ.
Произведенире Эльмуков сăнарĕпе параллеллĕ укерĕннĕ тепĕр икĕ сăнара асăнмасĕр хҫварма дук. Кусем — Саша Ткачукпа Галя Карамаликова сăнарĕсем. Автор ҫак икĕ ҫамрăк хутшăнăвĕсем пирки уйрăмах юратса, сăпайлă ҫырса кăтартать. Галя — Карамаликов бригадирăн кинĕ, анчах ҫирĕм пĕррене тин ҫеҫ пусайнă хĕрарăмăн шăпинче ăмсанмалли ҫукрах. Виҫĕ ҫулхи ывăлне пĕчченех ҫитĕнтерме пӱрнĕ ăна. Юратнă упăшки Афган вăрҫинчен каялла таврăнайман. Мускавран командировкăна килнĕ Саша та ҫемьере телей тупайман. Хăйĕнчен вунă ҫул ытла аслă арăмне вăл нихăҫан та юратман, унпа пĕрлешесси те ăнсăртран килсе тухнă. Ҫитменнине ачи-пăчи те ҫук вĕсен. Чăн-чăн юрату туйăмĕ те Ткачукăн Гальăпа тел пулсан кăна ҫуралать. Вĕсен юратăвĕ Эльмуковпа Светланăна пӱрнĕ малашлăхсăр, ырату ҫеҫ кӱрекен юрату маррине вулакан сисет. Произведени вĕҫĕнче автор вĕсем пирки: «Гальăпа иккĕшĕ ҫемье чăмăртĕҫ, сак тулли ача ӱстерĕҫ», — тет. Вулакан та ҫакна шанать.
Романра 80-мĕш ҫулсен вĕҫĕнчи ҫĕнетӱ тапхăрĕн пуҫламăшĕ сăнланнă, анчах Эльмуковсен йăхĕ тата хăшпĕр геройсен шăпи пирки каласа панă май Сталин культне те ĕнентерӱллĕ ӱкерсе кăтартать автор. «Униҫҫе аппа шăпи — ĕмĕр инкекĕ», — тет ун пирки автор. Чăннипех те, мĕн чухлĕ айăпсăр ҫынна шар кăтартман пулĕ ҫав репресси тапхăрĕ. Униҫҫе аппан шăпи те вĕсеннинчен пĕртте кая мар. Ҫапах тӱссе ирттернĕ мăнтарăн хĕрарăмĕ айăпсăр йăтăнса аннă синкере, анчах ватлăх кунĕнче хăй никама та кирлĕ маррине курса ҫынсене шанми пулнă. Ҫавна пулах чунĕпе хытнă, усалланнă. Хăй ҫине тăхăнна тумтирĕнчен те «хăраса тармалла: чалăшнă тутăрĕн вĕҫĕ сӱсленнĕ», «вараланса пĕтнĕ, ҫĕтĕк, хĕлле тăхăнмалли пальтине кантрапа ҫыхса янă» Завод коллективĕ ăна лайăх пальто та илсе панă иккен. анчах кинемей ăна тăхăнмасть, хайĕн ҫийĕнчи ҫĕтĕҫ-ҫурăк тумтирпе иртнĕ синкерлĕ кун-ҫуле ҫинчен астутарсах тăрать тейĕн.
Василий Эктел 80- мĕш ĕмĕр вĕҫĕнчи паллă чăваш ҫыравҫи. Вăл нумай сăвă, калав, повеҫ, роман ҫырнă. Унăн ача-пăча валли çырнă сăввисен пĕрремĕш кĕнеки «Тĕлĕнтермĕшсем» ятпа Чăваш кĕнеке издательствинче 1982 çулта кун çути курчĕ. Çавăн хыççăн В.Эктел кĕске вăхăтрах тата виçĕ кĕнеке кăларма мехел çитерчĕ: «Иртнĕ кун çути», «Çĕре тăнлатăп» тата «Чи хитри» (пурте сăвăсен пуххи). 1988 çулта ăна СССР писателĕсен союзне йышăнчĕç. Çав çулах Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Василие «Ялав» журналăн илемлĕх редакторĕнче ĕçлеме сĕнчĕ.
90-мĕш çулсенче ăна проза ярса илчĕ.Сăввисен çăлкуçĕ те типсе лармарĕ, 19 çулта Мускавра «Грачиный город» сăвă кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
Çак çулсенчех В.Эктел «Калем» издательство йĕркелерĕ. Ултă çул хушшинче кунта 113 кĕнеке кун çути курчĕ. Василий Петрович ытларах халиччен питех палăрса кайман, анчах та пултаруллă, паянхи кун темипе çыракан прозаиксемпе поэтсен хайлавĕсене пичетлеме тăрăшрĕ.
1994 ҫулта вара Чăваш кĕнеке издательстви ҫыравҫăн «Шавкăн» романне пичетлесе кăларчĕ. Маларах ку произведени «Тăван Атăл» журналта кун курнăччĕ.
Паянхи вулакан ку сăмахăн пелтерĕшне йăпăр-япăрах чухласа га илеймĕ. «Мĕн тăван, пĕр ҫын шавкăнне тепри курмасть», — тет автор пĕр вырăнта. «Этем шавкăнĕ час тӱрленмест». — тенĕ эпиграфра. Н И. Ашмарин словарĕнче ку сăмаха чир ячĕ е кĕгмен инкек тесе ăнлантарнă. Эппин «шавкăн» тенине урăхла чун суранĕ е чирĕ теме пулать. Ахальтен мар-тăр произведенири геройсем пурте тенĕ пекех чун ыратнипе асапланаҫҫĕ. Пĕрре пăхатăн та — пурте пур вĕсен, анчах ку ҫиелтен кăна ҫапла туйăнать иккен. Чунри суран пӱрнене ҫĕҫĕпе касса яни кăна мар ҫав, вăл тӱрлениччен ĕмĕр те иртсе кайма пултарать.
1. Василий Эктел // ҫил ҫунат. - 2000. - №7 - 9
2. Васильев В., И магнаты хороши, и крылья не нужны.// Совет. Чувашия. - 2001. – 10 с.
3. Ирхи Г. Самобытный талант // Республика. - 2000. - 25 февраль (№8). – 6 – 7 с.
4. Калем издательство ертӱҫи Василий Эктел: «Наци туйăмĕсĕр - эпир йывăҫ» /- И. Мясникова калаҫнă // Тантăш. - 2003. - 18 раштав (№ 31). – 3 с.
5. Ксенофонтов О. Сăмах ăсти чыслă ята тивĕҫ. // Хресчен сасси. - 1997. - 23 ҫул
6. Лукиянов С. Эктел - писатель, исследующий новое // Чăваш ен.-1997.-31 мая – 7 июня.(№22)
7. Малышкин Н. Сидоров В.П.// Елчĕк енĕн пултаруллă ҫыннисем. – Ҫĕрпӱ, 2000.
8. Теветкел Н. Паянхи писатель ҫул-йĕрĕ // Хыпар. - 2000. - 14 ака. – 2 с.
9. Писатель, художник, председатель // Совет. Чувашия. - 2006. - 5 январь. – 19 с.
10. Сидоров П. Премия от землячества // Совет. Чувашия.- 2001. - 13 сентябрь. – 7 с.
11. Чиндыков Б. Исповедь старого ловеласа // Совет.Чувашия. - 1996. - 12 сентябрь. 12 с.
12. Чекушкина Е. Пурнăҫ малалла // Ялав. - 1996. - (№9). – 110 – 113 с.
13. Шурҫăл Л. Чун шавкăнĕ // Чăваш ен. - 1997. -31 ҫу- 7 ҫĕртме (№22)
14. Эктел В. Василий Эктел, ҫыравҫă: «Юрату» пĕтсен тĕнче пĕтет…// Тантăш. - 1997. - 11 раштав (№50). – 4 с.
Тема: | «В. Эктелĕн хайлавĕсен тематикипе проблематики» | |
Раздел: | Иностранные языки | |
Тип: | Курсовая работа | |
Страниц: | 22 | |
Цена: | 900 руб. |
Закажите авторскую работу по вашему заданию.
- Цены ниже рыночных
- Удобный личный кабинет
- Необходимый уровень антиплагиата
- Прямое общение с исполнителем вашей работы
- Бесплатные доработки и консультации
- Минимальные сроки выполнения
Мы уже помогли 24535 студентам
Средний балл наших работ
- 4.89 из 5
написания вашей работы
У нас можно заказать
(Цены могут варьироваться от сложности и объема задания)
682 автора
помогают студентам
42 задания
за последние сутки
10 минут
время отклика